Аванать шур хуран, аватать куккук... Савви Марина
Савви Марина Карягинан,
Кевви Иван Семенован
Аванать шур хуран, аватать куккук,
Эп сана саватап, эсе мана — сук.
Юнашар утатпар: иккен — ик сулпа,
Куккукран килет пек санпа ман шапа.
«Хасанччен-ши кетеп?» — ыйтрам куккукран.
Аватмаре урах... Черере — суран.
Эс сивлеккен култан, пар пекех кусу,
Ах, тинех анлантам: малалла сул сук.
Сурана пахмасар, пухрам та вай-хал,
Ыр сунсах асатрам, култам, султам ал.
Сен сукмак шырарам печченех темччен,
Варманпа каласрам сут тенче синчен.
«Ман пекех вал пурнас, пурнас — сем варман,
Халиччен никам та хурсар пуранман...»
Чатлахла варман-мен чаннипех — темен:
Аякра сассу сан, эс мана ченен.
Акшарпа та чупрам, ашрам шурлахра,
Пулашма васкатап: эс — харушлахра.
Йаланса тинкертен, кусунта — вучах,
Ман кусра — шеллев те ырату анчах.
Чатлахра хавармап йывар чух сана,
Анланса сес илчче: каткас самана.
Чир-черне эп сиплеп — чухан мар варман,
Черери сураншан эмел сук халь ман.
Каярах анлантан: урах малашне
Тар-печчен хаварман сем варман ашне...
Аванать шур хуран, аватать куккук,
Эс мана саватан, эпе сана — сук.
Примерный перевод
Шепчет березка листвою, кукушка поет над рекой.
Люблю я тебя всей душою, однако ты в чувствах глухой.
Шагаем с тобою мы рядом, одною узкой тропой.
Будто по жизни зависим от кукушки своею судьбой.
Подскажи мне кукушка, прошу я - «как долго мне ожидать?»
...............................................
Свидетельство о публикации №125122104108